MasterCard

MasterCard Incorporated
тип {{{тип}}}
Биржăри листинг NYSE: MA
Компани йыхравĕ Туянмалла мар япаласем пур. Ыттисем валли MasterCard пур.
Никĕсленĕ çул 1966
Паллă çынсем Ричард Хэйторнтуайт (Директорсен канашĕн председателĕ)
Роберт Селандер (CEO)[1]
Отраçлĕ Финансă пулăшăвĕсем
Çаврăнăш $7,391 млрд (2012)[2]
Операци тупăшĕ $3,937 млрд (2012)[2]
Таса тупăш $2,759 млрд (2012)[2]
Ĕçтеш йышĕ 6 700 (2011)[2]
Веб-сайчĕ www.mastercard.com

MasterCard Worldwide (NYSE: MA) —210 çĕр-шыври 22 пин финансă учрежденине пĕрлештерекен тĕнчери тӳлев системи. Штаб-хваттерĕ Çĕнĕ Йоркра, АПШ.

2010 çулта MasterCard шутĕнче тĕнчери тӳлев карттисен 20 % шутланать, 28,6 % VISA, 29,2 % China UnionPay аллинче[3].

1966 çулта темиçе американ банкĕ килĕшсе Interbank Card Association ассоциацие йĕркеленĕ. 1968 çулта тĕнчери пĕрремĕш килĕшĕвне Banko Nacional мексикан банкĕпе тунă. Çав çултах Eurocard европа системипе пĕр челхе тупнă, çапал вара MasterCard International тата Europay International ассоциацисен пĕрĕçлĕхĕ тапранса каять. Хальхи ятне 1979 çулта йышăннă.

  1. ^ MasterCard Incorporated: NYSE:MA quotes & news — Google Finance
  2. ^ 1, 2, 3 тата 4 Годовой отчёт на сайте биржи NASDAQ (акăлч.)
  3. ^ Visa сдала позиции China UnionPay 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.

From Wikipedia, the free encyclopedia · View on Wikipedia

Developed by Tubidy